Шырав: Кӳлĕ ашшĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. божества. КАЯ. Кӳлĕ ашшĕ вуник пуçлă; вуник пуçăн вуник çăвар, кашни çăварĕнче вуникшер чĕлхе, кашни чĕлхе тăрĕнче вуникшер кӳлĕ, кашни кӳллинче вуникшер çăмарта выртать, кашни çăмарта ăшĕнче вуникшер чĕпĕ, кашни чĕппи вуникшер çунатлă. Эпир сана вуник чӳк паратпăр. Çырлах!.. Кӳлĕ, кӳлĕ ашшĕ, çырлах!... Кӳлĕ амăшĕ вуник мăйракаллă; вуник мăйрака тăрĕнче вуник кӳлĕ, вуник кӳлĕре вуник кайăк кăвакаль (-л') вуник саспа нарăтлатаççĕ (так!). Эпир те сана вуник саспа кĕлтуса, вуник хутчен çырлахтаратпăр. Çырлах!.. Кӳлĕ амăшĕ, çырлах!.. Амин.
Çавăн пекех пăхăр:
кӳлçĕр Кӳлçырма посси кӳлĕ Кӳлĕ амăшĕ « Кӳлĕ ашшĕ » Кӳлĕ вăкăрĕ кӳлĕ пырĕ кӳлĕ чарлăкĕ кӳлĕ шапи Кӳлĕкасси 2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.
2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.
2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.
2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.
2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.
2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.
2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.
2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.
Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.